Юрамасть:
- киревсӗр, усал тата ятлаҫу сӑмахӗсемпе (ҫав шутра цитатӑсенче те!) усӑ курма (эсир усӑ курнӑ сӑмахҫаврӑнӑшӗ е ун вариантчӗ Патмар кӑларнӑ «Ан ятлаҫ» кӗнекере пур пулсан — ку комментарине хуратмалли сӑлтав);
- ытти хутшӑнакансене кӳрентерме, ятлама (оппонентсене хисеплеме вӗренӗр);
- кам ҫинчен те пулин (ҫав шутра хутшӑнакансем пирки те) йӗкӗлтесе, витлешсе ҫырма;
- харпӑр ҫыннӑн хуть те мӗнле даннӑйӗсене (телефон номерӗ, адресӗ, IP тата ыт. те) пӗлтерме;
- комментарисенче пысӑк калӑпӑшлӑ материалсем (статьясем,хайлавсем тата ыт.те) вырнаҫтарма (вӗсене кун кӗнекинче вырнаҫтарӑр);
- пӗр текста темиҫе хут копилесе лартма;
- тӗлли-паллисӗр ҫырса тухнӑ саспаллисем ҫырма (т-х: фвыавыа);
- СПАМ таврашӗ кӗртме;
- сайт тӗрӗслевҫисен ӗҫне хаклама (ҫыру ҫырӑр);
- урӑх хутшӑнакан ячӗпе ҫырнӑ пек кӑтартма, тепӗр хутшӑнакана евӗрлесе ҫырма;
- пӗр-пӗр халӑх пирки хисеплемесӗр ҫырма, вӗсен культурине, чӗлхине тата ыттине вырӑнсӑр тиркеме;
- Чӑваш Республикин пурнӑҫӗ пирки тиркесе кӑна ҫырма;
- Чӑваш Республикин тата Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗсене пӑсакан текстсем ҫырма;
Чӑваш халӑх сайчӗ йышӑнӑвӗсем:
- эпир ватӑ ҫынсене хисеплетпӗр, ҫапла май 70 тултарнӑ е аслӑраххисем пирки нимӗнле япӑх факт та пӗлтерме, вӗсене япӑх енчен сӳтсе явма, епле те пулин кӳрентерме юрамасть. Ку йӗрке пирӗнтен уйрӑлнӑ ҫынсем тӗлӗшпе те сарӑлать.
- чӑвашлӑхшӑн ырми-канми тӑрӑшакансене сума сӑватпӑр. Вӗсен ӗҫӗ-хӗлне сӳтсе явма юрать, анчах та кӳрентерме — ҫук. Кама та пулин пӗр-пӗр комментари унашкал ҫынна кӳрентерни пирки пӗлтерсен эпир ӑна хуратма пултаратпӑр.
- комментарисенче пӗлтерни тӗрӗс е тӗрӗс маррине факт материалне тивӗҫтернӗ хыҫҫӑн пулӑртатпӑр. Суя япалана факт материалӗпе хурататпӑр. Комментаринче пӗлтерни тӗрӗс е суя иккенне хамӑр та, ыйтнипе те шырамастпӑр (хӑвӑр тивӗҫтерсен кӑна).
- эпир пур тӗне те хисеплетпӗр, ҫапла май нихӑш тӗне те хурлама, нихӑшӗ пирки те кӳрентерсе ҫырма юрамасть. Сӳтсе явнӑ чухне те хурлакан, кӳрентерекен фактсемпе усӑ курмалла мар.
- темӑпа пӗр килмен шухӑшсене хуратма-тасатма пултаратпӑр. Шухӑшӑн пӗр пайӗ темӑна тивӗҫтермест пулсан та ӑна тӗрӗслевҫӗсем тасатма пултараҫҫӗ.
Тӗрӗслевҫӗ ӗҫӗ:
- тӗрӗслевҫӗ комментарисене вӑхӑт пур чухне тӗрӗслет;
- тӗрӗслевҫӗ ҫак йӗркевсене пӑхӑнман комментарисене хуратать;
- тӗрӗслевҫӗ ытти хӑш-пӗр комментарисене те хуратма пултарать — вӑл шута пӗр-пӗрне хирӗҫтерсе яма пултараканнисем кӗреҫҫӗ. Кунпа тӗрӗслевҫӗ тавлашу хӗрӳленсе кайиччен сӳнтерме усӑ курма пултарать;
Ытти:
- ку йӗркевсем улшӑнма та пултараҫҫӗ, комментарилекен унӑн хальхи версипе усӑ курса ҫырать, ӑна пӑхӑнать.
Статья каҫми ::
Пичет версиӗ
Admin тӳрлетнӗ, информацие 2023-03-18 15:03:18 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 12874 хут пӑхнӑ.